| 5046 | Калаҫма — чӗлхе, итлеме — хӑлха. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5040 | Калаҫма анчах мар, итлеме те пӗлес пулать теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5041 | Калаҫма вӑтансан ятлаҫма вӑтанман. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5042 | Калаҫма пӑлмесен ҫӑвар карса итле. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5043 | Калаҫма пӗлмесен каҫан тирне хӗн килет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5044 | Калаҫма пӗлсен ҫичӗ ҫул юлнӑ кӑмӑл та ҫаврӑнать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5045 | Калаҫма хисеп кирлӗ, сӳс тума кисӗп кирлӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5047 | Калаҫман карас пулнӑ, чӗнмен чӗкеҫ пулнӑ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5048 | Калаҫмасӑр палӑрмасть, ӗҫлемесӗр курӑнмасть. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5049 | Калаҫмасӑр сӑмах тухмасть, каскаламасӑр турпас тухмасть. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5050 | Калаҫнӑ пӗр сӑмах вырӑна килмест ҫав. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5051 | Калаҫнӑҫем сӑмаххи. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5052 | Калаҫнӑҫем ҫӑвар тути тутланса пырать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5053 | Калаҫнӑшӑн куланай укҫи илмеҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5054 | Калаҫнипе чӗлхе ҫӗтӗлес ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5055 | Калаҫса пӑхнӑшӑн чӗлхе ҫӗтӗлмест. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5056 | Калаҫсан сӑмах, катмакласан тӑпра. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5057 | Калаҫсан халап, кассан турпас. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5058 | Калаҫу вӑрӑм пулсан та сӑмах кӗске пултӑр. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5059 | Калаҫу вилсен те виҫ кунлӑх юлать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5060 | Калаҫупа парӑм татӑлмасть. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5061 | Калаҫупа ҫул кӗске. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5062 | Калаҫуран ҫу тухмасть. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5063 | Кам сӑмахпа ҫӑвать, ӗҫре йӑнӑш тӑвать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5064 | Канаш картлӑ, юмах йӳплӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5065 | Канаш пӗрле пултӑр. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5066 | Канаш тени картлӑ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5067 | Канаш тумасӑр Канаша та каймаҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5068 | Канаш туни вӑрӑ туни мар. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5069 | Канаша та канашласа ят панӑ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5070 | Канашсӑрах картиш ҫавӑраймӑн, шухӑшсӑрах шур пӳрт лартаймӑн. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5077 | Каракан ҫӑварна карта тытман. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5071 | Карма ҫӑвар ан пул, евӗрлӗ пул. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5072 | Карма ҫӑвар тем те калӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5073 | Карма ҫӑвара кар аври. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5074 | Карма ҫӑвара карта тытса чараймӑн. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5075 | Карма ҫӑвара картлани аван. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5076 | Карма ҫӑвара тутӑр карса та чарас ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5078 | Каснӑ турпаса ҫыпӑҫтармалла мар, каланӑ сӑмаха каялла туртса илмелле мар. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5079 | Каҫхи сӑмах ҫине хура чӑх сысать теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5081 | Кӗпҫе пултӑр сыпӑклӑ, сӑмах пултӑр татӑклӑ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5080 | Кӗпҫе тени сыпӑклӑ, халап тени татӑклӑ, калле-малле ан пупле, тӳрӗ сӑмаха тӳрӗ кала, тӗне кӗмен халӑх мар. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5082 | Кӗрекери ватӑсен пӗр сӑмахӗ тӑрать пин сума. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5083 | Кӗтмен сӑмах кӗрт хывать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5084 | Кӗтнӗ сӑмахшӑн кӗтек туртмаҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5085 | Килӗшӳллӗ калама пӗлмесен килӗшӳсӗр ан та кала. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5086 | Куҫа хирӗҫ куҫ, чӗлхене хирӗҫ чӗлхе теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5087 | Куҫран куҫҫулӗ ахаль юхмасть, халӑх сӑмахӗ ахаль тухмасть. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5088 | Кут хыҫӗнче патшана та ҫиеҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5089 | Лайӑх сӑмах шерпет тути. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |